Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тĕплĕнрех тĕрĕслĕç

Категория: Общество Опубликовано: 29.01.2021, 09:08 Просмотров: 462

Çулсерен çынсен ỹсĕмне кура диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Çĕнĕлĕхсем те çук мар. Кăçалтан диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрĕнче хушма тĕрĕслев витĕр тухма тивет.

Халĕ усал шыçă пулма пултаракан пациентсен дерматовенерологран консультаци илес пулать. Çакă дерматоскопи тĕрĕслевĕ витĕр тухмаллине пĕлтерет. Направление терапевт çырса парать.

Енчен те диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче пациентăн юнри глюкоза виçи пысăк пулсан, ăна гликированнăй гемоглобин шайне тĕрĕслеттерме яраççĕ. Кун пек тĕпчеве "сахăр диабечĕ" диагноза çирĕплетме ирттереççĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Ирина Лисенкова пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулта регионта пурăнакан 166 пин çын диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Пĕтĕмпе пĕлтĕр ỹсĕмне кура 215,5 пин çыннăн диспансеризаци витĕр тухмалла пулнă. Анчах та пандемие пула апрель уйăхĕнчен пуçласа август уйăхĕччен медицина учрежденийĕсенче планпа пăхса хунă профилактика мероприятийĕсене ирттерессине пăрахăçланăччĕ.

Кăçал çак çулсенче çуралнисен диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла: 2003, 2000, 1997, 1994, 1991, 1988, 1985, 1982, 1979, 1976, 1973, 1970, 1967, 1964, 1961. Çавăн пекех 40 çултан аслăраххисен те специалистсем патĕнче тĕрĕсленмелле. Чи малтанах çынсен сиплекен врач е медицина профилактикин кабинетне каймалла. Унта диспансеризаци тухмалли йĕркепе паллаштарĕç.

 А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5