Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чи лайăх педагогсем паллă

Категория: Общество Опубликовано: 02.04.2021, 13:57 Просмотров: 760

Педагог ĕçĕ çăмăл мар. Ачасене пĕлỹ тĕнчипе паллаштарасси, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупасси пуринчен те пулмасть. Çав хушăрах тĕрлĕ конкурссене хутшăнса професси шайне ỹстермелле. Акă мартăн 26-мĕшĕнче районта педагогсен "Çулталăк учителĕ - 2021", "Çулталăк воспитателĕ - 2021", "Чи лайăх класс ертỹçи - 2021" конкурссене пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç.

IMG 7982Асăннă конкурссене хутшăнакансем çулсерен ĕçтешĕсене хăйсен професси пĕлĕвĕпе, ĕçри опычĕпе паллаштараççĕ. Унпа пĕрлех тĕрлĕ конференцисене хутшăнаççĕ, мастер-классем ирттереççĕ, ачасене интереслентерес тесе çĕнĕ йышши технологисемпе усă кураççĕ. Пĕр сăмахпа, хальхи пурнăçпа тан утса пыраççĕ. Кăçал та çаплах. Жюри членĕсене активлă, пултаруллă педагогсемпе воспитательсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Конкурса тăватă воспитатель, сакăр класс ертỹçи, çичĕ учитель тата виçĕ социаллă педагог хутшăнчĕç.

Чи малтанах педагогсемпе хăнасене район пуçлăхĕ Владимир Мурайкин, райадминистрацин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Игорь Живоев саламларĕç, педагогсен çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕç, ĕçре ăнăçу сунчĕç. Хисеплĕ ята тивĕçнĕ вĕрентекенсен йышĕ хушăннине палăртрĕç. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директорĕн çумне Наталья Мидакована ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панине каларĕç.

Унтан савăнăçлă лару-тăрура призерсемпе конкурса хутшăннисене чысларĕç.IMG 7964

. "Чăваш Республикин çулталăк воспитателĕ - 2021" конкурсăн районти тапхăрĕнче "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ Надежда Егорова çĕнтерчĕ. Палăртмалла, воспитательсен республика шайĕнче иртнĕ конкурсĕнче вăл чи лайăх пилĕк педагог йышне кĕме пултарнă. "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ Татьяна Кондратьева иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Мăн Этмен шкулĕн воспитателĕ Светлана Васильева виççĕмĕш пулчĕ. Хусанушкăнь шкулĕн çамрăк педагогĕ Алина Молисова - конкурсăн активлă участникĕ.

. "Çулталăк учителĕ" ята Хĕрлĕ Чутай шкулĕн истори предметне вĕрентекен Сергей Ямсков тивĕçрĕ. Мăн Этмен шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Надежда Фадеева - иккĕмĕш, Питĕркасси шкулĕн математика учителĕ Марина Вазина тата Хĕрлĕ Чутай шкулĕн технологипе информатика учителĕ Евгений Сятрайкин - виççĕмĕш. "Чĕрене ачасене паратăп" номинацире Атнар шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Алевтина Куропаткина палăрчĕ. "Учитель - эрудит" номинацие Çĕн Атикасси шкулĕн математика учителĕ Раиса Алжейкина тивĕçрĕ. "Учитель - хавхалануçă" номинацире Мишеркасси шкулĕн биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Альбина Макарова çĕнтерчĕ.

IMG 7965. "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурсра педагогсене пилĕк номинаципе хакларĕç. Çапла, "Класс ертỹçи - ăнăçуллă дебютант" номинацире Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи 4Б класс ертỹçи Наталия Удякова лауреат пулчĕ. "Класс ертỹçи - хайлавçă" номинацире Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи 5А класс ертỹçи Алина Магаськина палăрчĕ. "Класс ертỹçи - халăх йăли-йĕркин управçи" номинацире Мишеркассинчи шкулта 2 тата 4 классен ертỹçи Надежда Михатайкина çĕнтерчĕ. Хусанушкăнь шкулĕн 4-мĕш класс ертỹçи Вера Нагорова - "Чĕрене ачасене паратăп" номинацире. "Класс ертỹçи - хавхалануçă" номинацийĕн лауреачĕ - Шулю шкулĕн 6-мĕш класс ертỹçи Галина Тарасова. Конкурс призерĕсем те паллă: Раиса Данилова (Атнар шкулĕн 6-мĕш класс ертỹçи), Людмила Жукова (Питĕркасси шкулĕн 7-мĕш класс ертỹçи). "Чи лайăх класс ертỹçи" ята Çĕн Атикасси шкулĕн 8-мĕш класс ертỹçи Алина Осеева тивĕçрĕ.

. "Социаллă педагог" конкурсра Питĕркасси шкулĕн учителĕ Альбина Фадеева çĕнтерчĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн социаллă педагогĕ Нина Вазина иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Виççĕмĕш вырăна Атнар шкулĕн педагогĕ Николай Игушкин тивĕçрĕ. Палăртма кăмăллă, Альбина Фадеева республика шайĕнчи "Социаллă педагог - 2021" конкурсра чи вăйлă пилĕк педагог йышне кĕнĕ.IMG 7971

Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 12-мĕшĕччен Шупашкар хулинче республикăри çамрăк педагогсен "Педагогика дебючĕ" конкурс иртнĕ. Унта ĕç стажĕ виçĕ çултан иртмен вĕрентекенсемпе воспитательсем хутшăннă. Пирĕн район чысне çак конкурсра Атнар шкулĕн историпе обществознани учителĕ Елизавета Александрова хỹтĕленĕ, сертификата тивĕçнĕ.

Мероприятие хутшăнса мала тухнă пур вĕрентекен те Диплома тата парнене тивĕçрĕç. Çитес çул та районти педагогсем хăйсен профессири çитĕнĕвĕсемпе савăнтарасса шанатпăр.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5