ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Республикăра тăлăх е ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене харпăр хăй çемйине йышăннă мăшăрсем юлашки пилĕк çулта виçĕ хут ỹснĕ. 900 çемье тăван ашшĕ-амăш çунатти айĕнче ỹсме тỹр килмен ача-пăчана хỹтте илнĕ. Аннесен кунĕ умĕн Шупашкарта тăлăх е ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене йышăннă çемьесен пиллĕк-мĕш форумĕ иртнĕ. Унта 12 çынтан тăракан район делегацийĕ, вăл шутра райадминистрацин опекăпа попечительство пайĕн специалисчĕсем, ачасене хỹтте илнĕ ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Вĕсем форумра йĕркеленĕ 10 тематикăллă дискусси лапамĕнче тĕрлĕ ыйтусене тишкернĕ.
Форумăн пленарлă ларăвĕнче савă-нăçлă самант - наградăсемпе чыслани - пулнă. Патшалăх наградине - Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин Тав сăмахне - район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Алевтина Дадюкова, çавăн пекех çемье йăли-йĕркине упрас тĕлĕшри гражданла позицишĕн тата тимлĕхсĕр юлнă ачасене кил-йыша вырнаçтарассине уйрăм пысăк тỹпе хывнăшăн Тури Çĕрпỹкассинчи Устиновсем тивĕçнĕ. Тамара Ивановнăпа Виктор Анатолье-вич Устиновсем - ĕçчен те сăпайлă мăшăр. Вĕсем виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Унсăр пуçне тата тепĕр виçĕ пĕртăвана çемье ăшши парнелесе пархатарлă ĕç тăваççĕ. Виçĕ çул каялла кил хуçи хресченпе фермер хуçалăхне йĕркелесе янă, ăна пуçарса яма патшалăх грантне тивĕçнĕ. Ял тăрăхĕнче хисеп çĕнсе илнĕ ĕçчен çемье килĕштерсе, кил-йыш хаклăхĕсене упраса пурăнать, общество ĕçне те хастар хутшăнать.
А.ЗАМУТКИНА.
Ноябрь 2024 |