ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пурнăç вăл - театр, эпир вара, чăн та, актерсем. Пурăнан пурнăçра мĕн тĕрлĕ роль калăпламастпăр пулĕ эпир, сăпкари пепкене, тин çеç утма, калаçма вĕренекен ачана, шкулти шăпăрлана, пурнăç çулĕ çине тухакан çамрăка, пĕрремĕш хут хĕрỹллĕн юратса пăрахнă хĕре е качча, çемье çавăрса ача-пăча ỹстерекен ашшĕ-амăшне, кукамая е кукаçие, асаннене е асаттене. Каласа пĕтерме те çук.
Актерсем драматургсем çырнă, режиссерсем хатĕрленĕ рольсене сцена çинче выляса кăтартаççĕ. Пирĕн сцена вăл - эпир тăвакан пурнăç. Çав пурнăçăн актерĕсем - эпир. Кашни хăйне майлă калăплать кун-çулне. Пĕрисем ăна, чăн-чăн сцена ăстисем пек, тăрăшса, мĕнпур вăйне парса пурăнса ирттерме пултараççĕ, теприсем вара - кун кунласа çеç. Артиста куракан вăл туптаса кăтартакан рольсем тăрăх хаклать. Çынна вара ĕçĕсене кура хак параççĕ. Паллах, пур çын та пĕр пек пулаймасть. Калăпăр, пĕри тĕлĕнмелле талантлă, ăслă, çаврăнăçуллă, анчах чунĕпе чурăс çын. Тепри хуть те мĕнле самантра та çынна пулăшма, хуйхи-суйхине, савăнăçне пĕрле пайлама хатĕр.
Хама илес пулсан çак тĕнчере манăн залран сцена çине пăхса ларакан çын пулас килмест. Куракана эпĕ ним усăсăр çын тесе каласшăн мар. Çак пурнăçра хамăн "роле" сцена çинче çав тери тăрăшса, лайăх "выляса" парас килет. Тĕллевĕмсем пысăк. Вĕсене пурнăçлама эпĕ куллен-кун тăрăшатăп. Атте-анне, асатте-асанне, кукумай-кукаçи, вĕрентекенсем (питĕ тăрăшуллă, ĕçчен, ырă кăмăллă çынсем) каланисене асра тытса пыратăп. "Çын çинче çын пек пулмалла, паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар, вĕрентекен пур чухне вĕренсе юлмалла, ултавçăсемпе ан çыхлан" тата ытти вĕрентсе каланă сăмахсене асра тытса пурнăçра пĕрремĕш çирĕп утăмсем тума хăнăхатăп. Эпĕ тăван халăхăмшăн усăллă та кирлĕ çын пуласшăн. Çак пурнăç текен сцена çинче "çутă та ырă сăнар калăпласа" хам ята палăртса хăварасшăн.
Юлашкинчен çакна калас килет, кашни çын хăй çине сцена çинчи артист çине пăхнă пек тимлĕ тинкертĕр. Ыррине усалтан уйăрма вĕрентĕр. Киревсĕрринчен хăтăлма васкатăр. Вара çĕр çинчи çынсен пурнăçĕ тĕлĕнмелле илемлĕ те пархатарлă пулнă пулĕччĕ. Ман шутпа, кашни çын, тăрăшсан, кирек хăш самантра та хăйĕн пурнăçĕнчи рольне улăштарма пултарать, мĕншĕн тесен пурнăçăн режиссерĕсем те, актерĕсем те - эпир хамăр.
Диана СЯДАЙКИНА, Питĕркассинчи шкулта 8-мĕш класра вĕренекен.
Ноябрь 2024 |