ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Райадминистрацин вĕрентỹ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти тăхăр шкулта 1287 ача вĕренет, вĕсенчен 1-4-мĕш классенче - 513 ача, 5-11-мĕш классенче - 774 ача.
Вĕренекенсен апатланăвне пахалăхлă йĕркелес тĕллевпе районта мĕн-ле ĕçсем пурнăçланаççĕ-ха? Пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче кĕçĕн классене вĕри апатпа тỹлевсĕр тивĕçтерме пуçланă. 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 1-4-мĕш классене тỹлевсĕр апатлантарма пĕр ача пуçне федераллă бюджетран 55 тенкĕ те 20 пус уйăрнă. Октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне çăмăллăхлă апатланупа нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи 35 ача усă курать. Апатлану хакĕ 81 тенкĕ те 55 пуспа танлашать. Сывлăх енчен хавшак (с ограниченными возможностями здоровья) ачасем те çăмăллăхпа усă кураççĕ: кун пеккисем - 47-ĕн; вĕсенчен саккăрăшĕ килте вĕренет. Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2018 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнчи 327 № хушăвĕпе çăмăллăх апат хакĕн 100 проценчĕпе танлашать - муниципалитет шучĕпе. Район бюджетĕнчен çакна валли 150 пин тенкĕ пăхса хунă.
Технологи оборудованийĕпе тата инвентарьпе, столовăй савăт-сапипе кирлĕ чухлĕ тивĕçтернĕ апат-çимĕç блокĕсем, хатĕрлемелли цехсем районта - тăххăр. Ултă шкулта апатланăва хăй тĕллĕн йĕркеленĕ, виçĕ шкулта - аякри организацисене явăçтарнă. Хĕрлĕ Чутай, Мăн Этмен тата Атнар шкулĕсен вĕренекенĕсене апатпа райпо тивĕçтерет.
Вĕренỹ учрежденийĕсенче меню 12 кунлăха пăхса хураççĕ. Вĕсене шкул ертỹçисем çирĕплетеççĕ. Апат хатĕрлемелли технологи карттисене те пурнăçлаççĕ. Районти шкулсен столовăйĕсенче пĕтĕмпе 643 апатланмалли вырăн. Çакă пур ачана та вăхăтра вĕри апатпа тивĕçтерме май парать. Унсăр пуçне пур шкулта та алăсене çумалли условисем пур. Апатланмалли залта сывлăша тасатмалли хатĕрсем вырнаçтарнă. Шкулсенчи поварсем те çулсерен хăйсен квалификацине ỹстереççĕ.
Шкул столовăйĕсем санитари саккунне пăхăнса тăраççĕ. Кашни шкулăн сайтĕнче баннерсем çинче апатланăва мĕнле йĕркелени пирки материалсем вырнаçтарнă. Унта актуаллă материалсемпе паллашма пулать.
Райадминистрацин вĕрентỹ пайĕ те ачасен апатланăвĕ çине тимлĕх уйăрать, çак енĕпе вĕренỹ учрежденийĕсене методика пулăшăвĕ парать. Йывăр ыйтусене шкул ертỹçисемпе пĕрле пăхса тухать. Çавăн пекех апатланăва мĕнле йĕркеленине ашшĕ-амăшĕ те тĕрĕслесе тăрать.
А.ВАСЮКОВА.
Ноябрь 2024 |