ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Паянхи хĕрарăм - кил-çурт ăшшине упракан çеç мар, хĕрарăм-аннесем тĕрлĕ отрасльте ăнăçлă ĕçлекенсем те, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерекенсем те, ялăн обществăлла пурнăçне тỹпе хывакансем те.
Паянхи кун районта 12 пин те 844 çын пурăнать, вĕсенчен 6 пин те 443-шĕ - хĕрарăм-аннесем: ĕçлеме пултаракан хĕрарăмсем - 2071-ен, тивĕçлĕ канурисем - 3179-ăн. Кăçал паянхи кун тĕлне районта 56 ача çуралчĕ, вĕсенчен 24-шĕ - хĕрачасем, пулас аннесем. Кăçал пĕрремĕш хут анне ятне 14-ăн илтрĕç. Пĕрремĕш ача çуратнă чи çамрăк амăшĕ 19 çулта пулнине палăртмалла, 10-шĕ - мăшăрланман. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче паян нумай ачаллă 161 çемье учетра тăрать, вĕсенче 528 ача ỹсет: 3 ачаллă 131 çемье шутланать, 4 ачаллисем - 18 çемье, 5 ачаллисем - 10 çемье.
2007 çултанпа Раççейре амăшĕн капиталĕн федераллă программи ĕçлет. Унтанпа районти икĕ тата ытларах ачаллă 1200 яхăн çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне алла илнĕ. Вĕсенчен 923 яхăн çемье сертификатпа кил-çурт условийĕсене лайăхлатма усă курнă, 50-шĕ ачасен вĕренĕвĕшĕн тỹленĕ.
Районта Ваттисен çурчĕ Березовкăра пур. Унта 28 çын пурăнать, вĕсенчен 12-шĕ - хĕрарăм, 3-шĕ - анне, апла пулсан ачисем пур темелле.
Шел те, пирĕн хушăра йĕркесĕр амăшĕсем те сахал мар. Палăртма кăмăллă, пĕлтĕр те, кăçал та хĕрарăмсенчен ачисене туртса илнĕ тĕслĕхсем пулман. Паянхи кун районта 80 тăлăх ача шутланать, 66 тăлăх хваттер илме черетре тăрать.
Çав хушăрах ĕç шыракансем те пур. Сăмахран, кăçал ноябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне районти ĕçлев центрне 702 çын ĕç тупас тĕллевпе пынă пулсан, вĕсенчен 349-шĕ хĕрарăмсем пулнă. Паянхи кун тĕлне 249 çынна ĕçсĕррисен шутне илнĕ, вĕсенчен 118-шĕ - хĕрарăмсем.
Ĕç рынокĕнчи лару-тăру çăмăлах мар пулин те пирĕн аннесем çухалса каймаççĕ, çемьене тытма, ачасене воспитани памашкăн укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли майсем тупаççех, килти хушма хуçалăхра выльăх тытса унăн продукцине сутса укçа тăваççĕ. Арçын вырăнне те ĕçлеме пултараççĕ, аякка ĕçлеме çỹресе çурт-йĕр те çĕклеççĕ, хăйсемех машина рулĕ умне ларса ачисене те садике леçеççĕ.
Аннесемпе ытларах районта больница тата вĕренỹ учрежденийĕсем ĕçлеççĕ. Аннемĕр кунĕ умĕн уйрăмах ачасен тата аннесен сывлăхне сыхлакансене - ача-пăча (заведующийĕ - Е.В.Матвеева) тата хĕрарăмсен (заведующийĕ - Г.И. Журавлева) консультацийĕсен ĕçченĕсене - тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Пур аннесене те уяв ячĕпе саламлатăп! Анне ятне тивĕçлех пуласчĕ те ачасен пархатарне курасчĕ!
Алина ОРИНОВА.
Ноябрь 2024 |