ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çын çĕр çине телейлĕ, сывлăхлă пурăнма çуралать. Анчах та пурин шăпи те пĕр мар. Шулю ялĕнче пурăнакан кинемей хăйĕн пурнăçĕнче тем те курнă, тем те чăтса ирттернĕ. Сăмахăм ман паян Шулю ялĕнче 1923 çулта çуралнă Анна Ермолаевна Инжебейкина пирки пулĕ.
Ялта икĕ Анна пулнăран ăна ачаллах ялта Мăн Ярмок Анюкĕ тесе каланă. Ачалăхĕ, чăн та, нушаллă иртнĕ унăн. 30-мĕш çулсенче 8-9 çулсенчи хĕрачан амăшĕ çĕре кĕнĕ. Паянхи кун шкула çỹренине астумасть вăл. Апла пулин те тетрадь, ручка пулман пирĕн тесе каласа парать. Вăл вăхăтра хăрăмран тата юман çăпанĕнчен чернил туса кĕнекесем çине çырнă. Вăрçă пуçлансан ашшĕне, ялти Маттипа Ярхуна тата Липовкăри арçынна пĕр кунта вăрçа илсе кайнă. Вĕсене ăсатма Аннăна та Çĕмĕрле çити илнĕ. Каярахпа иккĕшĕ таврăннă, иккĕшĕ - вĕсенчен пĕри Анюк ашшĕ - киле килеймен. "Малтан çурма тăлăх, каярахпа атте вилсен хăр тăлăххăн юлтăм. Ман хута кĕрекен тек пулман. Питĕ йывăрччĕ ун чухне мана", - тесе аса илет паянхи кун 90 çултан иртнĕ кинемей. Апла пулин те çамрăк хĕр пĕр ĕçрен те юлман. "Ĕçлемесĕр çăкăр çиеймĕн", - тесе ахаль каламан пулĕ.
Вăрçă пуçлансанах ялти çамрăксене Çĕмĕрле тăрăхне окоп чавма илсе кайнă. Кунта вĕсен шăтăкран тăпра кăларма та, ту хĕррине якатма та тивнĕ. Çав кунсене аса илсе ватă кинемей питĕ хумханса калаçать. "Пĕррехинче пирĕнтен инçе мар вырнаçнă патаксем пăрахса тултарнă вырăна сирпĕтрĕç. Пире, шăтăкра пулнă çынсене, пурне те тухса пытанма хушрĕç. Кĕсренчĕ вара çĕрĕ хытах. Çỹлте ертỹçĕсем валли тунă бараксен чỹречисем пурте ванчĕç", - аса илет Анна Ермолаевна. Ĕçленĕ вăхăтра канма вăхăт пулман вĕсен. Пĕр вырăнта ту хĕррине якатса пĕтерсен тепĕр вырăна окоп чавма янă.
Шулю тăрăхĕнче те вăл вăхăтра ĕçлекенсем пулнă. Ют ялсем те, хăйсен ялĕнчисем те ир пуçласа каçчен шăтăк чавнă. Вĕсем Натялăхра пỹрт пек шăтăксем алтса хатĕрленĕ. Юнашарах пĕр-ик метр кайсан татах чавнă. Танксем каясран хăраса йĕркипех шăтăксем чавса тултарнă.
Çамрăк чухне Анна Çĕмĕрле вăрманĕнче юман каснă çĕрте ĕçленĕ. Юлташ хĕрĕпе Михерки Анюкĕпе вĕсем пăчкăпа ĕçленĕ. Вăл вăхăтра пăчкисене пĕр енчен иккĕн, тепĕр енчен иккĕн туртмалла пулнă. "Анюк йывăçа ỹкерсен савăннипе юман тункати çине тăрса ташласа кăтартатчĕ. Хамăр макăра-макăра ĕçлетпĕр, çав вăхăтрах хĕпĕртемелли тупăнсанах савăнса та илеттĕмĕр", - тесе каласа парать пире Анна Ермолаевна.
Вăрçă хыççăн вăл ялти колхозра вăй хунă. Йĕтем çинче алăпа тырă çапнă. Кăшт каярахпа ут молотилки ĕçлеме пуçланă. Унпа ĕçленĕ чухне вĕсен кĕлтесене кăна чиксе тăмалла пулнă тата тыррине тултарнă. Пурăна киле вĕсен колхозне чирккăпа ĕçлекен трактор ярса панă. Çамрăк хĕрсем ăна валли кивĕ хуралтăсен пĕренисене татса купаласа вутă хатĕрленĕ. Ку ĕç те ĕç вырăнне шутланнă - укçине паман, ĕç кунĕ пынă.
Патшалăх валли утă пухнă вăхăтра Аннăн ялти хĕрсемпе - Надешпа, Анюкпа тата Матренпа - Çĕмĕрлене утăпа кайма тивнĕ. Чугун çул патне çитсен вĕсене пуйăс килнипе чарнă. Нумаях пулман унта вĕсем. "Матренĕ пирĕн хушăра яваплăрах, çивĕчрехчĕ, йăпăр-япăр аслисем патне кĕрсе тухса пирĕн утта пушаттарчĕ те эпир киле килме тухрăмăр", - аса илет ватă кинемей.
Çĕмĕрлере чугун çул пулнипе унта ытларах пулнă вĕсем. Пĕрре Канаша çити трактор валли пушмак илме кайнă. Çĕмĕрлерен вара хулпуççисем çине хунă пушмакпа çуран Шулю ялне килнĕ.
"Хамăр мĕн-мĕн туни çинчен каласа парса та çитереес çук. Пĕр кун та ĕçсĕр ларман, мĕн хушнă - çавна тунă", - тет ватă хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май.
Чăн-чăн ĕç çынни пулнă Анна Ермолаевна. Çемье çавăрса арлă-арăмлă пурăнайман вăл, тăлăххăн ỹссе ашшĕ-амăшĕн ăшшине курайман. Паянхи куна ватă кинемее пускилĕ, Зоя Афанасьевна Инедеркина, пăхса пурăнать.
М.МАМУТКИНА.
Ноябрь 2024 |