Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вут-çулăм тимсĕрлĕхе каçармасть

Категория: Общество Опубликовано: 21.01.2022, 10:14 Просмотров: 380

2021 çул вĕçленсе хыçа та юлчĕ. Иртнĕ çул кăтартăвĕсене тишкерер-ха. Январь-декабрь уйăхĕсенче район территорийĕнче 43 пушар алхасрĕ, вут-çулăмра çичĕ çын пурнăçĕ татăлчĕ. 2020 çулта вара ку тапхăрта 44 пушар тухнăччĕ, виçĕ çын пурнăçран уйрăлнăччĕ.

Иртнĕ çулталăк хушшинче тухнă пушарсене тишкерсен çакă паллă: 12 вут-çулăм инкекĕ пурăнмалли çуртсенче пулчĕ, 9-шĕ - хуралтăсенче, пĕри нумай хваттерлĕ çуртра тухрĕ, икĕ автотранспорт тата усă курман тăватă çурт çунчĕ, типĕ курăкпа çỹп-çап çуннă 15 тĕслĕх пулчĕ.

Сăлтавĕсем вара çапларах: юри вут тивертнипе тата ачасем шăрпăкпа вылянăран, çавăн пекех транспорт хатĕрĕпе усă курмалли правилăсене пăснăран пĕрер пушар алхасрĕ, аçа çапнăран икĕ вут-çулăм инкекĕ тухрĕ, кăмака тунă тата унпа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснăран çичĕ, электрооборудование вырнаçтарнă тата унпа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманран вара сакăр инкек пулчĕ, вут-çулăмпа асăрхануллă пулманран çирĕм икĕ хутчен "хĕрлĕ автан" алхасрĕ, ытти сăлтавпа пĕр пушар тухрĕ.

Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан 2021 çулта вут-çулăм инкекĕсен хисепĕ Ачкасси (5 пушар, 2020 ç. - 2), Пантьăк (5/2), Кив Атикасси (2/1), Хусанушкăнь (4/2), Штанаш (1/0) ял тăрăхĕсенче ỹснĕ. Атнар (4/6), Мăн Этмен (2Ỹ4), Тралькасси (4/6), Хĕрлĕ Чутай (11/15) тата Питĕркасси (5/6) ял тăрăхĕсенче пушарсен хисепĕ чакнă.

Шел те, çулталăк пуçланчĕ кăна-ха, январь уйăхĕнче кĕске хушăра икĕ вут-çулăм инкекĕ пулса та ĕлкĕрчĕ (пĕлтĕр çак хушăра пушарсем тухманччĕ). Икĕ тĕслĕхĕнче те çуртсем çунчĕç. Сăлтавĕсене тĕпчеççĕ. Пушарта пĕр çын аманнăччĕ, вăл сурансене пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

Район çыннисене электрооборудованипе тата кăмакапа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма, вут чĕртсен асăрхануллă пулма чĕнсе калатпăр. Ачасене тата пĕччен пурăнакан ватăсене те тимлĕхрен ан вĕçертĕр. Ан манăр, вут-çулăм тимсĕрлĕхе каçармасть.

Енчен те пушар тухсан е асăрхасан тăхтаса тăмасăр сотовăй телефонпа 101 е 112 номерсемпе, ахаль телефон урлă 01 номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

А.ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхав пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5