Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Выльăх-чĕрлĕх чирлемесĕр пулмасть

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2022, 10:21 Просмотров: 382

Ялта пурăнакан кашни çын хăйĕн хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх тытма тăрăшать. Картара выльăх тăрсан сĕтел çинче сĕт-турăхĕ те, аш-какайĕ те пулать. Анчах та ăна пăхма та пĕлмелле. Çын кăна мар, выльăх-чĕрлĕх те чирлет-çке. Çавна май районти ветеринари станцийĕн ĕçченĕсем палăртнă планпа килĕшỹллĕн выльăх-чĕрлĕхе тĕрлĕ прививкăсем тăваççĕ, юн анализне илсех тăраççĕ. Çулталăк хушшинче тем тĕрлĕ прививка тутарма тивет. Çавăнпа çак ыйтупа районти ветеринари службине çитрĕмĕр.

Районти ветеринари служби пĕлтернĕ тăрăх, мăйракаллă шултра выльăха çулсерен икĕ тапхăрпа прививка тăваççĕ: çуркунне уй-хире тухиччен тата кĕркунне картана кĕриччен. Чи малтанах лейкоз тата бруцеллез çине анализ илеççĕ, çавăн пекех ĕнесене Çĕпĕр язвинчен прививка тăваççĕ, туберкулез пуррине тĕрĕслеççĕ. Асăннă процедурăсемшĕн пĕтĕмпе 350 тенкĕ тỹлемелле. Кĕркунне вара гиподерматозран вакцинаци тăваççĕ. Пĕлме, гиподерматоз - вăраха тăсăлакан хăрушă чир. Вăл ỹт айĕнче ĕне нăрри аталаннипе çыхăннă. Вĕсем вара пурнăçшăн кирлĕ органсене амантаççĕ. Çавăнпа та кашни кил хуçин хăйĕн выльăхне тивĕçлĕ пăхмалла. Унсăр пуçне çĕнĕ правилăсемпе кĕркунне те юна лейкоз тата бруцеллез çине тĕрĕслеççĕ. Тата тепĕр çĕнĕлĕх пур: малтан кашни ĕне пуçне альбен парса хăваратчĕç, халĕ вара ун пекки çук. Сăлтавĕ - эмел хакĕ хакланнинче. Ăна туянас пулсан вакцинаци тунă чухне ытларах тăкакланма тивĕ. Районти ветстанци ĕçченĕсем ытти енĕпе те тĕрĕслевсем ирттереççĕ, сĕт тытăмне субклиника мастичĕ çине тĕпчеççĕ. Пĕлтĕр ялхуçалăх организацийĕсенче кăна 11045 проба илнĕ, вĕсенчен 33 тĕслĕхĕнче мастит пулнине тупса палăртнă. Вăхăтра тупса палăртни тата сиплени чире çĕнтерме пулăшнă. Уйрăм хушма хуçалăхсенче те сĕт пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Пĕлтĕр сĕтĕн 19011 пробине илнине пĕлтерчĕç унти специалистсем. Тĕрĕслев 342 мăйракаллă шултра выльăх чирлине тупса палăртнă, вĕсен йышĕнчен çамрăккисем - 156 пуç.

Вакцинаци тутармасан ĕне сутнă чухне йывăрлăх сиксе тухма пултарать. Ветстанцинче кашни прививка туни пирки информаци сыхланса юлать. 1-мĕш формăллă справкăсăр нимĕнле аш-какай комбиначĕ те выльăха йышăнмасть. Унăн хакĕ 264 тенкĕпе танлашать. Çынна выльăх сутас пулсан та ăна прививка туни пирки справка кăтартсан лайăх пулмалла. Выльăх-чĕрлĕх чирлĕ пулма пултарать. Хăш-пĕр чир çынна та ерет. Çавăнпа та прививка туман выльăхăн ашне çиме, сĕтне ĕçме хăрушă теççĕ ветврачсем. Унсăр пуçне ял тăрăхĕн администрацийĕнчен те выльăх пурри пирки справка илмелле. Унăн хакĕ 10 тенкĕ. Выльăх усракан кашни çыннăн яваплăха туймалла, вакцинаци çеç инфекци чирĕсенчен, эпидемирен хỹтĕленине асра тытмалла. Ку енĕпе ыйтусем тухсан районти ветеринари службине çак номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать: 8 (83551) 2-18-74, 2-10-53. Кунти ĕçченсем картари выльăха кăна мар, йытă-кушаксене те сиплеççĕ, операцисем те ирттереççĕ, консультаци параççĕ.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5