ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Февралĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче анлă канашлу иртрĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин Ялхуçалăх министрĕн çумĕ И.Волкова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Мурайкин, район пуçлăхĕ В.Ярайкин, район администрацийĕн пуçлăхĕ И.Михопаров, район Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти тĕрлĕ организацисемпе предприятисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Унта районăн 2021 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тата 2022 çулта туса ирттермелли ĕçсене тишкерчĕç.
Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров, районăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май, Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020-2025 çулсенчи комплекслă программипе килĕшỹллĕн район хăйĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2021-2025 çулсенчи комплекслă программине йышăннине каларĕ. 2021 çулта районăн пĕрлештернĕ (консолидированный) тупăш бюджечĕ 646,6 млн тенкĕлĕх пурнăçланнă, 2020 çулхи кăтартупа танлаштарсан, 80,3 млн тенкĕ (11 процент) пăхса хунинчен сахалрах кĕнĕ. Харпăр хăй тупăшĕн калăпăшĕ - 78,4 млн тенкĕ, 2020 çулхи кăтартупа танлаштарсан, 9,2 млн тенкĕ ытларах (113,3 процент). Уйрăм çынсенчен 44,1 млн тенкĕ налук кĕнĕ, 2020 çулхи кăтартупа танлаштарсан, 5,7 млн тенкĕ ытларах. Кунта, 2020 çулхи кăтартупа танлаштарсан, "Эстет" общество 2 млн тенкĕ ытла хывнине палăртмалла. Çавăн пекех пĕлтĕр районта икĕ предприяти уçăлнă: "СУ-8" тата "Премиумстрой" обществăсем, вĕсем 0,8 млн тенкĕ налук тỹленĕ. Уйрăм çынсенчен пурлăх налукĕ те ытларах кĕнĕ, анчах транспорт тата çĕр налукĕсем сахалрах.
Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ тăкаксем енĕпе 709,5 млн тенкĕлĕх пурнăçланнă (105,5 процент), 2020 çулхи кăтартупа танлаштарсан - 36,9 млн тенкĕ ытларах. Тăкаксем хушшинче социаллă культура сфери пысăк вырăн йышăнать, 59,9 процент (425 млн тенкĕ), унтан "Наци экономики" - 16,5 процент (117,3 млн тенкĕ), "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх" - 14,7 процент (104,4 млн тенкĕ).
2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 13 муниципаллă пурлăха 360,50 пин тенкĕлĕх тара панă, 298 çĕр лаптăкне - 1876380,91 тенкĕлĕх. 2021 çулта нумай ачаллă çемьесене 2,41 гектар çинчи 22 çĕр лап-тăкĕпе тивĕçтернĕ.
Районта 11744 гектар çинчи 8578 çĕр пайĕпе тухăçлă усă курмаççĕ.
2021 çулта районти организацисем 1112,2 млн тенкĕлĕх ĕç тунă, вĕсенче 1343 çын вăй хунă, 2020 çулхипе танлаштарсан, 8 çын сахалрах. Пĕлтĕрхи январь-ноябрь уйăхĕсенче вĕсен ĕç шалăвĕ вăтамран 27014,8 тенкĕ пулнă, республикăрипе танлаштарсан, ку 33,9 процент пĕчĕкрех (республикăри вăтам ĕç шалăвĕ - 40340,9 тенкĕ).
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 556 пĕчĕк тата вăтам предприниматель шутланать, вĕсенчен 286-шĕ - хăй тĕллĕн ĕçлекен (самозанятый). Асăннă сферăра 1099 çын ĕçлет.
Районта ялхуçалăх предприятийĕсем - 8, ялхуçалăх кооперативĕсем - 3, уйрăм хушма хуçалăхсем - 10111, хресченпе фермер хуçалăхĕсем 21 шутланаççĕ. Ялхуçалăх организацийĕсем пĕлтĕр 280 млн тенкĕлĕх тупăш илнĕ.
Пĕлтĕр районта 9 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Çакна валли 169,6 млн тенкĕ тăкакланă, 15 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, вĕсен шутĕнче пысăкраххисем:
- "Коминтерн" ЯХПК-ра 70 пуçлăх пăру ферми (проект хакĕ - 6 млн тенкĕ, 2 ĕç вырăнĕ тунă, уйăхри вăтам ĕç укçи - 29 пин тенкĕ). Çавăн пекех 89 пуç ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннă (проект хакĕ - 14 млн тенкĕ, 2 ĕç вырăнĕ тунă, уйăхри вăтам ĕç укçи - 26 пин тенкĕ);
- Хĕрлĕ Чутай салинче нумай хваттерлĕ çурт тунă (проект хакĕ - 45 млн тенкĕ, 7 ĕç вырăнĕ тунă, уйăхри вăтам ĕç укçи - 29 пин тенкĕ).
Район вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфратытăм аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçлас ĕçе активлă хутшăнать. 2021 çулта пурĕ 63,9 млн тенкĕлĕх 87 проект (2020 çулта 66,9 млн тенкĕлĕх 79 проект) пурнăçланă. Вĕсенчен 35 проекчĕ çулсене юсассипе çыхăннă, пĕтĕмпе 15,8 км çул юсанă.
"Çурт-йĕр" федераллă проектпа районти ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăка 765 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă. Кунсăр пуçне тăлăх 15 ачана пурĕ 18 млн ытла тенкĕлĕх пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.
Пĕлтĕр районта 396 çын вилнĕ (2020 çулта - 403 çын), 62 ача çуралнă (пĕлтĕр - 94 ача), 34 çемье çавăрнă (2020 çулта 30 пулнă), 35 çемье уйрăлнă (2020 çулта - 16 çемье).
Малалла Иван Николаевич вĕрентỹ, культура, сывлăх сыхлавĕ тата малашлăх тĕллевĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕ.
Канашлу ĕçре тата вĕренỹре палăрнисене наградăсем панипе вĕçленчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн О.Николаевăн 2021 çулхи декабрĕн 30- мĕшĕнчи 779-рг номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн районти тăватă çамрăка, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсене - Екатерина Андреевна Данилована, Дарья Сергеевна Романована, Вадим Олегович Иванова, Богдан Александрович Яркина - ятарлă стипендие тивĕç пулнине палăртса свидетельство пачĕç.
Конкурса хутшăнса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ "Хĕвел" ача сачĕн аслă воспитательне Оксана Николаевна Андрианована свидетельство парса чысларĕç.
2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хастар хутшăннă Вероника Николаевна Архипова, Наталья Васильевна Катюкова, Валентина Геннадьевна Максимова, Наталья Васильевна Мидакова, Ольга Владимировна Порейкина Патшалăх статистикин федераллă служба ертỹçин Тав сăмахне тивĕçрĕç.
"Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ" наци проекчĕн "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" федераллă проект шайĕнче 2022 çулта тирпей-илем кĕртме палăртса хунă обществăлла вырăнсен пĕрремĕш онлайн суйлавне ирттернĕ çĕре хастар хутшăннăшăн райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн ĕçченне Светлана Германовна Николаевана Раççей Федерацийĕн Строительство министерствин Тав çырăвĕпе чысларĕç.
18 çула çитмен ачасем правăна пăсас тата вĕсен асăрхавсăрлăх енĕпе профилактика тăвас ĕçре нумай çул хушши тăрăшнăшăн тата çитĕнỹсем тунăшăн район администрацийĕнче çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комисси специалисчĕ Алена Анатольевна Ильина Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин Тав сăмахне тивĕçрĕ.
Çамрăксене вĕрентес тата воспитани парас ĕçре нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн район пуçлăхĕн Тав сăмахне Тури Çĕрпỹкасси шкулĕн вĕрентекенне Владимир Иванович Прокопьева, район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине Çĕн Атикасси шкулĕн учительне Анатолий Юрьевич Петрова пар-са чысларĕç.
А.ОРИНОВА, М.МАМУТКИНА хатĕрленĕ.
Ноябрь 2024 |