Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Сăр хĕрринче, çỹллĕ сăрт çинче

Категория: Разное Опубликовано: 02.06.2017, 11:33 Просмотров: 1651

Хватукасси ялĕ хăйнеевĕрлĕхпе палăрса тăрать. Пĕрисем ăна юнашар Сăр шывĕ юхса иртекен çỹллĕ сăрт çинче, тарăн та шавлă çырма çумĕнче вырнаçнипе, теприсем кунта çыпăçуллă алăллăскерсем хĕрлĕ хăва хуллинчен карçинкка çыхакансем тата ытти япаласене ăсталакансем пурăннипе палăрса тăнипе пĕлеççĕ. Чăн та, кунта çутçанталăкĕ те ытармалла мар хитре, темĕнле хăват пур пек. Сăр шывĕ таса та тулли, пулăпа тата ракпа, сайра тĕл пулакан чĕрчунсемпе, тĕрлĕ ỹсен-тăранпа пуян. Çуркунне юханшыв вăйлă сарăлсан улăх-çарансене çителĕклĕ нỹрĕк парса хăварать, хĕрсемпе каччăсене вырăнтах кимĕпе ярăнма май парать.

Çавăн пекех ялта мĕн ачаран пулă тытма юратакансем, кашни килтех ламран лама куçса пыракан ăстасем пурăнаççĕ, çак авалхи ĕçсене манăçа кăлармаççĕ. Ĕлĕкрех вĕсем карçинккасемпе тата тарантассемпе район çыннисене анчах мар, тулашра пурăнакансене те тивĕçтернĕ. Ăстасен ĕçĕсемпе иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче манăн та паллашма тỹр килнĕччĕ. Ун чухне Михаил Музяков килĕнче пулнă май вăл хатĕрленĕ диванпа кресло тата ытти сĕтел-пукан тĕлĕнтерчĕ. Вĕсене ятарласа Шупашкарти курава илсе кайса кăтартнă. Унта та унăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Çакăн пек ĕçчен çынсем паянхи кун та чылай ялта. Вĕсем, ĕçсĕр ларма хăнăхманскерсем, ăсталанă япаласене тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене парнелесе савăнтараççĕ, ачисемпе мăнукĕсене çак ăсталăха вĕрентме тăрăшаççĕ.

Пурнăç улшăнса, аталанса пынă май сад-пахча картисене хальхи саманари материалсемпе тытаççĕ. Ĕлĕк вара вĕсене çатан карта ăсталаса çавăрнă. Вĕсем пĕри тепринчен капăртарах, хăйнеевĕрлĕрех пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче çак картасем патĕнче Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем кино, киçтĕкпе сăрă тытакансем вара хăйсен картинисене ỹкернĕ. Хватукасси ялĕн кун-çулĕ XVIII ĕмĕр вĕçĕнче çырăнма пуçланă. Çакна архив докуменчĕсем те çирĕплетеççĕ. Паллах, малтан кунта йĕри-тавра вăрман кашланă. Йывăçсен сулхăнĕнче, шыв хĕррипе хăвасемпе çỹçесем тата шĕшкĕ тĕммисем йышлă ỹснĕ. Ял ячĕ мĕнле пулнине, унăн пĕлтерĕшне историллĕ документсенче çырса кăтартман. Авалхи хутсенче йăнăшсем яни те ятсене улшăнусем кĕртнĕ, кайран вĕсене çаплипех пĕчĕк карттăсем çине çырса хунă. Чăваш чĕлхинче "касă" сăмах ялăн пĕр пайне пĕлтерет. Чăвашсен паллă историкĕ Василий Дмитриев "Хвату" сăмаха топонимпа çыхăнтарать. Урăхла каласан, вăрманти хăва йывăç тата ту (сăрт) ячĕсемпе çыхăнса тăнине çырса кăтартнă.

Тепĕр енчен - ял ятне ăна пуçарса яракан ячĕпе те пама пултарнă. Хутсем çинче вырăссем яла Ларькина тесе çырса хуни пур. Çак шухăшсене ку ялта çуралса ỹснĕ районти паллă çын, Пантьăк ял тăрăхĕн депутачĕ, Чăваш Республикин вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Иванович Романов та çирĕплетет. Çавăн пекех вăл ку тăрăхри çынсен пурнăçĕпе йăли-йĕрки, уявсем тата çутçанталăк палăкĕсем çинчен каласа пачĕ. Ĕлĕк çынсем ытларах сунара, пулла çỹресе тата вăрман çимĕçне пуçтарса пурăннине палăртрĕ вăл.

1988-1990 çулсенче ял çумĕнчи çырмара плотина тума тăнă чухне археологи шыравĕн ĕçĕсене ирттерни çинчен те асăнчĕ Владимир Иванович. Кунти çырмара çурт чавса кăларнă, стенисене тăватă метр тăршшĕ, виçĕ метр сарлакăш пĕренесенчен купаланă. Варринче тăмран ăсталанă кăмака пулни паллă. Хура мунчари пек тĕтĕм пỹртех тухнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ку вырăнта пăлхарсем пурăннă. Çавăн пекех сунара çỹремелли чултан тунă, кил таврашĕнче усă курмалли япаласене тупнă. Чи тĕлĕнмелли вара - археологсем мамонт шăммине чавса кăларни пулнă. Хватукасси ялĕн сăрт çумĕнчи çỹллĕ сăмсахран Сăр леш енче Кăрмăш хули алă тупанĕ çинчи пек курăнса ларать. Иртнĕ ĕмĕрсенче, хĕллехи вăхăтра, Сăр шывĕ урлă Кăрмăша яланах Хĕрлĕ Чутайпа çыхăнтаракан çуна çулĕ выртнă.

Раççей çĕршывне кĕпернесем çине пайланă хыççăн ял Хусана пăхăнса тăнă, уес центрĕ Кăрмăшра пулнă. Çав вăхăтри документсенче ял пирки çапла çырни пур: "Хваду-касы (Ларькина) при двух безымянных аврагах, 34 дворов, 141 мужских душ, 145 женских душ". 1897 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тăрăх, Хватукассинче 73 килте 479 çын пурăннă, 2 тырă, 1 тăвар усрамалли пысăк складсем, 4 çил арманĕ пулнă. 1917 çулхи Октябрьти Аслă революци хыççăн ял аталанăвĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче ял сарăлса, çĕнелсе пынă. Çĕнĕ çуртсем çĕкленнĕ. 1925 çулта пуçламăш шкул уçăлсан XXI ĕмĕр пуçланиччен кунта пин ытла ача вĕренсе çĕршыва кирлĕ çынсем пулса тăнă. 1929 çулта çынсем пĕрлешсе ĕçлемелли "Авангард" хуçалăх йĕркеленĕ. Ял пухăвĕнче вырăнти депутатсемпе пĕрле старостăна, пушар, вăрман, уй-хир хуралçисене суйланă. Вăйлă çумăрпа çурхи шыв сăтăр тăвасран çырма хĕррисемпе йывăç-тĕм лартса тухнă. Çав çулсенчех ялта фельдшерпа акушер пункчĕ, Культура çурчĕ, лавкка тата çыхăну уйрăмĕ ĕçлеме тытăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн ял ĕçченĕн пурнăçĕ те çăмăлланса пынă. 1939 çулта ялта 966 çын пурăннă.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан çĕршыва хỹтĕлеме ялтан 293 вăйпитти арçын тухса кайнă, вĕсенчен 94-шĕ çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă. Ялти Ксенофонтовсен, Федотовсен, Музяковсен çемйисенче виçшер ывăл юнлă çапăçуран чĕрĕ таврăнайман. Паттăрсене сума суса лартнă "Вилĕмсĕр полк" палăк умне кашни çулах ялти çынсем чечек кăшăлĕсем хурса пуç таяççĕ. Ялтан мухтавлă та пултаруллă çынсем чылай тухнă. Ентешсем тăван тăрăхра пурăнаççĕ-и, инçетри хуласенче-и - ял çыннисем ывăл-хĕрĕсене манса каймаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Мускаври Шалти ĕçсен министерствин академийĕнчен вĕренсе тухнă юридици наукисен кандидачĕ, полици полковникĕ Александр Иванович Романов. Владимир Владимирович Музяков вара Ульяновск хулинче паллă врач-хирург пулса тăнă. Вăл - медицина наукисен докторĕ. Роза Ивановна Мясникована (Журавлевана) районта пĕлмен çын сахал пуль. Вăл яваплă вырăнсенче халăхпа ĕçлесе пурăнса ырă ята тивĕçнĕ.

Çавăн пекех ялти çынсен асĕнчен Петр Илюшкин ячĕ те манăçа тухман-ха. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче ялти Культура çурчĕн ертỹçи пулнă май кунти сцена ăстисем республикипех палăрнă. Вăл ертсе пынипе юрă-ташă тата кашăкçăсен инструмент ансамблĕ темиçе хутчен чи лайăх коллектив шутне кĕрсе лауреат ятне тивĕçнĕ. Паллах, ялта татах та пултаруллă, хăйсен ĕçне чыслăн пурнăçланă çынсем сахал мар. Пурин çинчен те çырса кăтартма май çук. Хватукасси ялĕнче паян 188 килте 267 çын пурăнать. Чылай çĕрти пекех ар-çынсем аякри хуласене ĕçлеме çỹреççĕ. Çав хушăрах хресчен чунлисем вырăнтах укçа-тенкĕ ĕçлесе илме тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх чылай усраççĕ. Хăш-пĕр ялта паянхи кун пĕр лаша та кураймастăн. Хватукассинче вара чĕлхесĕр янавара çичĕ çемье усрать.

В.РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1