ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулталăка пĕтĕмлетнĕ май республикăри культура, наукăпа искусство деятелĕсене, промышленность тата ялхуçалăх ĕçченĕсене, учительсемпе врачсене, ытти сфера представителĕсене патшалăх наградисем парса чысланă. Вĕсен йышĕнче "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн тĕп инженерĕ Анатолий Куропаткин та пулнă.
Анатолий Николаевич "Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Анатолий Куропаткин Урикассинче çуралнă. Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Çĕршыв умĕнчи салтак тивĕçне татсан тăван яла таврăннă. Малтанах вăл мастерской заведующийĕн, каярахпа тĕп инженер тивĕçĕсене пурнăçланă. Пĕр хушă район администрацийĕн ялхуçалăх управленийĕнче тĕп инженерта, "Четайское" ЯХПК ертỹçинче те тăрăшнă. Çапах та ĕç кун-çулĕн ытларах пайĕ унăн "Коминтерн" ЯХПК-па çыхăннă. Нумай çул ĕнтĕ вăл тăван хуçалăхра тĕп инженерта вăй хурать. Анатолий Николаевич ертсе пынипе ялхуçалăх техники çуркуннехи-кĕркуннехи ака-суха ĕçĕсене, утăçине, вырмана вăхăтра тухать. Техникăна юсавлă тытни, тухăçлă ĕçлеттерни тыр-пул пуçтарса илес, выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе тата ытти çĕрте лайăх кăтартусем тума пулăшать. Палăртмалла, хуçалăх машинăпа трактор паркне çулран-çул çĕнетсе пырать. Механизаторсем хальхи йышши ялхуçалăх техникине тата хатĕрĕсене çăмăллăнах хăнăхаççĕ, çамрăккисем опытлă ĕçченсенчен вĕренсе пыраççĕ.
А.ДМИТРИЕВА.
Ноябрь 2024 |