Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пĕрремĕш утăм - налук уйрăмне çитмелле

Категория: Эпĕ фермер пулӑттӑм… Опубликовано: 30.08.2019, 13:03 Просмотров: 738

Харпăр хăй хушма хуçалăхне тытса пыракан пур çын та фермер пулаять - ял çыннин çакна валли кăмăлĕ пултăр çеç. Паянхи кун чылай ял çынни хăйĕн хуçалăхĕнче туса илнĕ таварпа тупăш илес шутпа усă курать. Патшалăх çакна ырласа йышăнать, çавнăпа та ял çынни уйрăм предприниматель е фермер ĕçне пуçăнтăр тесе ятарлă программăсем ĕçлеççĕ.

Фермер пулма шухăш тытнисен пĕрремĕш утăмĕ - налук уйрăмне çитсе уйрăм предприниматель ĕçне пуçарнине хутсемпе çирĕплетесси. Налук инспекцине çакăн пек документсем тăратмалла:

- хресченпе фермер хуçалăхне регистрацилеме ыйтса çырни (заявлени);

- хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕн паспорчĕн копийĕ (паспорчĕ те пулмалла);

- патшалăх пошлинине (800 тенкĕ) тỹленине ĕнентерекен документ.

Документсене панă хыççăн 5 ĕç кунĕ хушшинче хресченпе фермер хуçалăхне регистрацилеççĕ, хыççăн фермер хуçалăхĕн ертỹçине çак документсене параççĕ: - хресченпе фермер хуçалăхне регистрацилени çинчен калакан свидетельство;

- территорири налук органĕнче учета тăратни çинчен калакан свидетельство;

- уйрăм предпринимательсен Пĕрлехи патшалăх реестрĕнчи выписки;

- Госкомстатăн ОКВЭД кодне палăртнă информаци çырăвĕ.

Уйрăм предприниматель е хресченпе фермер хуçалăхне регистрациленĕ хыççăн банкра счет уçмалла, çакна валли çỹлерех асăннă свидетельство, ИНН, выписка, паспорт, статистика органĕсенче учета илни пирки калакан уведомлени, банк картти кирлĕ. Счета пĕр кун хушшинче уçса параççĕ.

Счет уçни (хупни) пирки налук органне çичĕ кун хушшинче пĕлтермелле.

Налук органне регистрациленме документсем панипе пĕрлех фермер ятарлă режимпа налук тỹлеттерме ыйтса çырма пултарать.

Хресченпе фермер хуçалăхĕ виçĕ тĕрлĕ налукпа усă курма пултарать:пĕрлехи ялхуçалăх налукĕ (ЕСХН), çăмăллатнă налук тытăмĕ (УСН), пĕтĕмĕшле налук тытăмĕ (ОСН).

Çак органсенче учета тăмалла:

- Пенси фончĕн территорири органĕнче - налук органĕнче регистрациленнĕ хыççăн "автомат" мелĕпе пурнăçланать. Енчен те уйрăм предприниматель кама та пулин ĕçе илсен унăн пенси уйрăмне кайса ĕçченĕсемшĕн страхлав взносĕсем тỹлемешкĕн учета тăмалла.

- Социаллă страхлав фончĕн территорири органĕнче - енчен те кама та пулин ĕçе илсен.

- Обязательнăй медицина страхлавĕн территорири органĕнче - енчен те кама та пулин ĕçе илсен.

- Патшалăхăн статистика учечĕн органĕнче.

Хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕн обязательнăй йĕркепе бухгалтери учетне йĕркелемелле, налуксем тỹлемелле.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5